Архив
Олег Николаев поздравил с Международным днем защиты детей
01.06.2025
/ Общество
Хаклӑ ачасем, хисеплӗ
ашшӗ-амӑшӗ тата педагогсем!
Сире чаплӑ уявпа – Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун
ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак ҫутӑ та паллӑ кун пире, ҫитӗннисене, пурнӑҫри чи пысӑк
пуянлӑх шутланакан юратнӑ ачамӑрсене сыхласси пирӗншӗн тӗп тивӗҫ пулса тӑнине
аса илтерет. Вӗсем – пирӗн ӗҫе малалла тӑсакансем, пирӗн шанчӑкӑмӑр тата
мӑнаҫлӑхӑмӑр.



