Архив
Олег Николаев поздравил с Праздником весны и труда
01.05.2025
/ Общество
Чӑваш Енӗн хисеплӗ
ҫыннисем!
Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ – Майӑн 1-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун хӑйӗн ӗҫӗпе тӑван республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе
хывакан пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Сирӗн ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑрпа яваплӑхӑра пула
регион умри чӑрмавсене шанчӑклӑн ҫӗнтерсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвать.



