Архив
Август 17th, 2025
Олег Николаев поздравил Чебоксары с Днем города
17.08.2025
/ Город
Шупашкарӑн хисеплӗ
ҫыннисем тата Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнисем!
Сире Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе – пирӗн пӗрлехи
кун-ҫулӑмӑрӑн, ӗҫӗмӗрпе ҫитӗнӳсен тата пӗрлӗхӗмӗр уявӗпе пӗтӗм чунтан
саламлатӑп!
Чӑваш Республикин тӗп хули пирӗнтен кашниншӗнех уйрӑмах
ҫывӑх та хаклӑ.
Эпир пурте пӗрле ӑна хӑтлӑрах тата хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑ
тӑватпӑр – унта ӗҫлесе пурӑнма, ачамӑрсене пӑхса ӳстерме меллӗ те хӑтлӑ пултӑр.