Первый правовой AI-ассистент ИСКРА

Архив

Июля 27th, 2025

Олег Николаев поздравил с Днем ВМФ

27.07.2025 /
Олег Николаев поздравил с Днем ВМФ
Хаклӑ флот ветеранӗсем, моряксем, Чӑваш Енре пурӑнакансем! Сире Раççей Тинӗс-çар Флочӗн кунӗпе чӗререн саламлатӑп! Пирӗн флот вӑл – çӗршыв мӑнаçӗ, унӑн çапӑçу хӑвачӗн, çар мухтавӗн, чаплӑ çӗнтерӗвӗсен символӗ. Матроссемпе офицерсен паттӑрла ӗçӗсем историе ӗмӗрлӗх çырӑнса юлнӑ. Вӗсем пурте паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа, мирлӗ пурнӑçшӑн тата хамӑрӑн патшалӑхӑн ырлӑхӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр кӗрешме хатӗррипе палӑрса тӑнӑ.