Что изменится в России с 1 апреля 2024 года

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем

07.03.2017 /
0
Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! 

Çуркуннехи пирвайхи çак уявра эпир сире тав туса тата сирĕнпе хавхаланса ырă сăмахсем калатпăр, юратнине, хисепленине палăртатпăр.

Çут çанталăк сире илĕртӳлĕх, илем, пысăк ăс-хакăл парнеленĕ. Шăпах сирĕнте хамăрăн хавхаланупа вăй-хăват çăлкуçне тупатпăр.

Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр, вĕсене çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем пулса çитĕнме воспитани паратăр, çывăх çыннăрсене юратупа, тимлĕхпе ăшăтатăр, çемье вучахĕ сирĕн черченкĕ хулпуççисем çинче тытăнса тăрать.

Сирĕн ăс-хакăл, яваплăх пире умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те эсир кашни ĕçе хăвăрăн чун ăшшине хыватăр, сирĕн пархатарлă хăватăр обществăри тăнăçлăха упрама пулăшать.

Хаклă хĕрарăмсем! Сире тăван республикăшăн тăвакан мĕнпур ĕçшĕн чунтан тав тăватăп.

Çуркуннехи çак уяв кунĕнче сире сывлăх, телей, ытлă-çитлĕ пурнăç тата ырлăх сунатăп. Сирĕн пурнăçăрта юратупа илем ытларах пулччăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                   Михаил Игнатьев

 

 

Дорогие женщины!

От всего сердца поздравляю вас с Международным женским днем!

В этот первый весенний праздник мы с искренней благодарностью и восхищением посвящаем вам самые добрые слова, искренние признания в любви и уважении.

Природа наделила вас обаянием, красотой и жизненной мудростью. Именно в вас мы находим источник нашего вдохновения, энергии и силы.

Вы даруете жизнь, воспитываете своих детей достойными гражданами страны, окружаете близких любовью и заботой, на ваших хрупких плечах держится семейный очаг.  

Ваша мудрость и ответственность позволяют вам достигать намеченных целей. Где бы вы ни трудились, в любую работу вы вкладываете частицу своей души, благодаря вашей созидательной энергии сохраняется согласие в обществе.   

Милые женщины! Выражаю вам глубокую признательность за всё, что вы делаете для родной республики.

В этот праздничный весенний день желаю вам здоровья, счастья, достатка и благополучия. Пусть в вашей жизни будет больше любви и красоты!

 

Глава Чувашской Республики                                    Михаил Игнатьев